Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Точка (ПП)

Чӑваш чӗлхи пунктуацийӗн тӗп правилисен пайӗ.

. Хумханмасӑр калакан ыйтусӑр предложени хыҫҫӑн точка лартаҫҫӗ: Ӳпле. Хӑва тӗмӗсем. Шыв ҫинелле ӳпӗннӗ ватӑ ҫирӗк (Хв. Уяр).

. Икӗ точка хыҫҫӑнхи анлӑ предложенисем хыҫҫӑн (уйрӑмах вӗсен ӑшӗнче чарӑну паллисем пулсан) точка лартаҫҫӗ.

. Точкӑна анлӑн умӗн тӑракан пӗтӗмлетӳллӗ предложени хыҫҫӑн лартаҫҫӗ, сӑмахран:
Ӗҫ ҫапла пуҫланчӗ.
Ҫӗнӗ ҫул ыран тенӗ чух нимӗҫсем килтен киле ҫӳресе ялти мӗн пур хӗрсемпе ҫамрӑк хӗрарӑмсене комендатура умне пухрӗҫ. Вӑл шутрах манӑн кӗҫӗн хӗре Соньӑна та тытса кайрӗҫ. Кун пек ӗҫ ахальтен пулас ҫуккине сиссе хӗрсем хыҫҫӑн ашшӗ-амӑшӗсем те пычӗҫ
(Л. Агаков).

. Текстран уйӑрса ҫӗнӗ йӗркере ҫыракан заголовок хыҫҫӑн точка лартмаҫҫӗ. Текстпа пӗр йӗркеренех ҫыракан заголовок хыҫҫӑн точка лартаҫҫӗ (кӗнеке-хаҫатра унашкал заголовока хулӑнрах шрифтпа пичетлеҫҫӗ), сӑмахран:
Чӑваш сӗр-шывӗ Вырӑс патшалахӗпе пӗрлешни
1. Пӗрлешичченхи тапхӑр. Чӑвашсен мӑн аслашшӗсем Пӑлхар патшалӑх тапхӑрӗнчех вырӑссемпе хутшӑнма тытӑннӑ...

. Драма произведенийӗнчи диалогсенче персонаж ячӗ хыҫҫӑн точка лартаҫҫӗ, сӑмахран:
Ульянов. Хутар шкулне ҫитейрӗр-и? Сакӑр ҫул каялла уҫрӑм вӑл шкула. Мӗнле-ши вӗсем паян? (Н. Терентьев)

. Текст сыпӑкӗсене е параграфсене палӑртакан цифрӑсем е сас паллисем хыҫҫӑн точка лартаҫҫӗ, сӑмахран:
102§. Ҫакӑн пек пайӑр ятсене пысӑк сас паллипе пуҫласа ҫыраҫҫӗ:
1. Ҫын ятне, ашшӗ ятне, хушаматне: Александр Сергеевич Пушкин.
2. Хуласемпе ялсен ячӗсене: Мускав, Шупашкар, Элӗк.

. Точкӑна сӑмаха кӗскетнине палӑртма лартаҫҫӗ, сӑмахран: Шупашкар х. (хули вырӑнне), Байкал к. (кӳлли вырӑнне).

Асӑрхаттарни. Сӑмаха варринчи сас паллисене кӑларса кӗскетсе ҫырнӑ чух точка лартмаҫҫӗ: Ш-р хули.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Çынăм тӳрлетнӗ, информацие 2022-07-02 07:24:52 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 312 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем